2878 | Кӗтсе кӗтӗк пулнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2879 | Кӗтсе пӗр йӗке ҫип арланӑ тет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2880 | Кӗтсе сисмесӗр юлнӑ теҫҫӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2881 | Кӗтсе тӑнӑ чух ӗмӗт татӑлать. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2882 | Кӗтсе тӗлӗк курнӑ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2883 | Кӗтти вӑрӑм кӗтмешкӗн. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2884 | Кӗттисене кӗтме тӳсӗм кирлӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
3462 | Ку саманта йытта йытӑ ҫиет, ҫӗлене ҫӗлен ҫиет, Акӑр саман ҫитсен ҫын ҫынна ҫийӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3463 | Ку чухне ҫамрӑксене евчӗ кирлӗ мар. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3464 | Ку чухне шуйттансем те курӑнмаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3465 | Ку чухнехи кукамай шухӑшламасть чиркӳ май. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3466 | Ку чухнехи ҫамрӑкӑн вӑтанас-тӑвасси ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3467 | Ку чухнехи ҫамрӑксем ватӑран ытларах пӗлеҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3468 | Ку чухнехи шӑши те туяпа ҫӳрет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3469 | Ку чухнехи этемсем Эсреле те хӑратӗҫ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3470 | Ку чухнехи ясара ним сӑмах та ан кала. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3224 | Кулленех кун килет те, паянхи кун пекки килес ҫук. | Ҫӗр — Кун |
3225 | Кун вӑрӑм, ӗмӗр кӗске. | Ҫӗр — Кун |
3226 | Кун вӑрӑмланать — алӑ кӗскелет теҫҫӗ хӗрарӑмсем. | Ҫӗр — Кун |
3227 | Кун вырӑнне кун пулать, ӗмӗр вырӑнне ӗмӗр пулмасть. | Ҫӗр — Кун |
3228 | Кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
3229 | Кун каҫ пулса пӗтет, ҫын хур курса пӗтет. | Ҫӗр — Кун |
3230 | Кун ҫутипе кунмасан уйӑх ҫутипе кунас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
3231 | Кун ҫутипе усал ҫук. | Ҫӗр — Кун |
3232 | Кун тени куҫлӑ, каҫ тени хӑлхаллӑ. | Ҫӗр — Кун |
3233 | Кун шучӗ кутӑнла шӑвас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
3234 | Кун юрттине чарма ҫук. | Ҫӗр — Кун |
3235 | Кунӑн-кунӑнах ӗмӗр иртет. | Ҫӗр — Кун |
3236 | Кунӗн-ҫӗрӗн хӗвел пӑхсан кӗмӗл уйӑх кирлех мар. | Ҫӗр — Кун |
3237 | Кунӗпе вӗҫен кайӑк та ырать. | Ҫӗр — Кун |
3238 | Кунне кура хӗвелӗ, каҫне кура уйӑхӗ. | Ҫӗр — Кун |
3240 | Кунпа кун — сакӑр кун: виҫӗ кун уяв, виҫӗ кунӗ пасар та хӑна, виҫӗ кунӗ канма та мухмӑр чӗртме. | Ҫӗр — Кун |
3239 | Кунпа кун пӗр килмест. | Ҫӗр — Кун |
3009 | Май уйӑхӗнчи ҫумӑр хӑна хӗр хӑраххи. | Ҫур — Кӗр |
3512 | Макӑрсан та, ахӑрсан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук. | Иртни — Пуласси |
2771 | Маннӑ япала ҫине юр ҫӑвать. | Вӑхӑт — Талккӑш |
3092 | Микуласӑр ҫулла пулмасть, Микуласӑр хӗл лармасть. | Ҫу — Хӗл |
3321 | Паян — кукша, ыран — патша. | Паян — Ыран |
3323 | Паян — пайра, ыран — айра. | Паян — Ыран |
3324 | Паян — пасарта, ыран — ясарта. | Паян — Ыран |
3336 | Паян — ура ҫинче, ыран — шӑтӑкра. | Паян — Ыран |
3337 | Паян — ырлӑх, ыран — шырлӑх. | Паян — Ыран |
3318 | Паян 6ригадир, ыран командир. | Паян — Ыран |
3316 | Паян анчах мар, ыран та кун пур. | Паян — Ыран |
3317 | Паян ӑслӑ — ыран пӗчӗк, паян пӗчӗк — ыран ӑслӑ. | Паян — Ыран |
3319 | Паян капла та, ыран тепле. | Паян — Ыран |
3320 | Паян кун иккӗ килес ҫук. | Паян — Ыран |
3322 | Паян лайӑх пултӑр, ыранхине Тур пӗлет. | Паян — Ыран |
3325 | Паян перекетлени ырана пырать. | Паян — Ыран |
3326 | Паян пур та ыран ҫук — кунсем пӗр пек килес ҫук. | Паян — Ыран |